Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗрпӳ районӗнчи «Гвардия» тата «Правда» хуҫалӑхсенче хӗрӳ вӑхӑт пырать. Унта сенаж хатӗрлеҫҫӗ. Ку хуҫалӑхсенче сенажа хальхи йышши техникӑпа усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑ апат пахалӑхне те, сӑвӑма та лайӑх витӗм кӳрет. Сергей Никитин хуҫалӑхӗнче иртен пуҫласа каҫчен хирте тӑрӑшаҫҫӗ. Сенажа чӗркекен техника ӗҫе хӑвӑртрах, лайӑхрах тума пулӑшать. Ӑна хуҫалӑх виҫӗ ҫул каялла туяннӑ. Сергей Никитина ҫак техникӑна туяниччен ют ҫӗршыври хуҫалӑхсен опычӗпе паллашнӑ. Ҫӗнӗ техника курӑка ҫулса тӗркене пуҫтарсанах ӑна хутаҫпа чӗркемелле. Сывлӑш кӗртмест вӑл, ҫавна май бактерисем ӗрчемеҫҫӗ. Уйра хӗл каҫарма хӑварсан та нимӗн те пулмасть. Ҫӗнӗ техника усӑ панӑ. Кӑҫал хуҫалӑхра сӑвӑм ӳснӗ. Сӑмах май, Сергей Никитин техникӑна 4 миллион тенкӗпе туяннӑ. Вӑл хӑйӗн хакне кӑларнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Елчӗксем вырмана хатӗр. Кӑҫал ӗҫе каярах пуҫӑнни, паллах, хуҫалӑхсене пӑшӑрхантарать. Ҫанталӑк лайӑх тӑрсан «Рассвет» хуҫалӑх вырмана тухма палӑртнӑ. Елчӗк районӗнче кӑҫал 40 пин те 122 гектар ҫинче тыр-пул акнӑ. 22 пин гектарӗ – пӗрчӗллӗ тата парҫа йышши культурӑсем. Акнӑ вӑрлӑхӑн 30 яхӑн проценчӗ элитлӑ пулнӑ. Хуҫалӑхсем тухӑҫлӑ тыр-пулӑ туса илсе выльӑх йышне ӳстерме палӑртнӑ. Районта кӑҫалхи ҫур ҫулта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 400 ытла пуҫ хушӑннӑ. «Рассвет» вырмана тухма 4 ҫӗнӗ комбайн илнӗ. Техника 7 метр сарлакӑшне илет. Курӑка пӗр е икӗ валпа хӑварать. Хуҫалӑхра 1430 гектар ҫӗр. 610-шӗ ҫинче – тыр-пул. Вӗсем тыр-пула лайӑх пухса кӗртме талпӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян инкеклӗ лару-тӑру пирки асӑрхаттаракан тата ӑна сирекен комисси ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева республикӑра инкеклӗ лару-тӑру пулнине йышӑнма сӗннӗ. Ку – вӑраха тӑсӑлнӑ ҫумӑра пула. Ку ял хуҫалӑха япӑх витӗм кӳрет. Утӑн 18-мӗшӗ тӗлне пур ҫӗрте те тӑпрара нӳрӗк ытлашши пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта ку кӑтарту 4-5 хут ӳснӗ. Синоптиксем ҫурла уйӑхӗнче те ҫумӑр нумай ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Сивӗ ҫанталӑка тата ҫумӑр ҫунине пула ҫурхи культурӑсене икӗ эрне каярах акма тытӑннӑ, ҫӗртме варринче ҫеҫ вӗҫленӗ. Выльӑх апатне хатӗрлемешкӗн те ҫумӑр кансӗрленӗ. Хальлӗхе вырмана тухман-ха. Ытти чухнехипе танлаштарсан, кӑҫал 3 эрне кая юлнӑ. Ҫавна май ҫухату 20-25 пин тоннӑпа танлашма пултарать. Ҫӗрулми ҫухатӑвӗ – 30-35 тонна. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ку 500 миллион тенкӗ тӑкакпа танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Метеостанци ҫутҫанталӑкшӑн хӑрушӑ пулӑм асӑрханӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫумӑр нумай ҫурӗ. Ҫавна май уй-хирти ӗҫ кая юлса пырать. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене ӳсмешкӗн тата аталанмашкӑн агреметеорологи условийӗсем япӑх пулнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, уй-хирти ӗҫ 10–14 куна юлса пырать. Агрометеорологин Ҫӗрпӳри посчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1–21-мӗшӗсенче тӑпрара нӳрӗк ытлашши нумай пулнӑ. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх апатне хатӗрлеме чӑрмантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеме пӑрахнӑ. Вӑл — усламҫӑ. Арҫын налук тӳлемен тесе шухӑшланӑ. Арҫын услам ӗҫӗпе аппаланнӑ. Унӑн ӗҫӗ сӗт юр-варӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 2015 ҫулхи иккӗмӗш кварталшӑн налук тӳлемен имӗш. Ку 2 миллион та 900 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан, пурлӑхне арестлесен усламҫӑ тӑкака тӳрех саплаштарнӑ: 3 миллион та 800 пин тенкӗ налук тӳленӗ. Ҫавна май айӑрланаканскер пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Сухаҫӑсене ҫапла хаклаҫҫӗ Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Ӗпхӳ районӗнче сухаҫӑсен VI уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи механизаторсем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ районӗнчи О.А. Корнилов фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов хутшӑннӑ. Сухаҫӑсен тӑрӑшӑвне Европӑри сухаҫӑсен федерацийӗн тата Пӗтӗм тӗнчери сухаҫӑсен орнанизацийӗн пӗтӗм тӗнчери судьясен коллегийӗ хакланӑ. Уйӑрса панӑ лаптӑка 3 сехетре сухаланӑ. Судьсем касӑ тарӑнӑшне, тӳрӗ пынине, плуг тӑпрана хитре кӗрсе тухнине тата ыттине шута илнӗ. Раҫҫейри чемпионатра Василий Корнилов 30 механизатортан 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурсҫӑсем хушшинче Эстонири тата Ирландири механизаторсем пулнӑ. Уҫӑ конкурсра Йӗпреҫ каччи, фермер ывӑлӗ 17-мӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Патӑрьел районӗнчи Сериня Халитова фермер качака ӗрчетесшӗн. Мӑйракаллӑ пӗчӗк выльӑха тытас шухӑш тытнӑ фермер ҫемйи ӗҫе пӗлтӗр пуҫӑннӑ. Паянхи кун вӗсем 500 качака тытасшӑн. Сӗте фермерсем кӳршӗллӗ регионсене — Мари Эла тата Удмурт Республикине — ӑсатаҫҫӗ. Халӑх ыйтнине кура ҫемье ку выльӑх шутне тата ӳстересшӗн. Хальхи вӑхӑтра унта тепӗр 1000 качакалӑх ферма тума пуҫланӑ. Качака усракан фермер ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов кайнӑ. Фермерсем министра качака сӗтне халӑх ыйтнине пӗлтернӗ. Сергей Артамонов вӗсене сӗте тирпейлеме сӗннӗ. Лешсен ун пек шухӑш пур-мӗн. Анчах малтан фермӑна хута ярса пӗтересшӗн, кайран сӗтрен сыр тума пуҫласшӑн. Качака ферминче паян 10 ҫын ӗҫлет. Вӗсене уйӑхсерен вӑтамран 15-шер пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян пирӗн республикӑра ӗне сӑвакансен тата выльӑха искусствӑлла майпа пӗтӗлентерекенсен конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене хальхинче Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирмӑра пухнӑ. Икӗ куна тӑсӑлакан конкурса Республика кунне халалланӑ. Хӑйсен ӗҫӗнчи професси ӑсталӑхне кӑтартакан конкурсра тупӑшма 19 техник-осеменатор тата ӗнене машинӑпа сӑвакан 23 оператор пырса ҫитнӗ. Конкурса пуҫличчен вӗсене Шупашкар районӗсем культурӑпа ҫывӑхлатма шут тытнӑ — Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музея илсе кайнӑ. Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ, Китай культурине тӗпчесе сумлӑ тухӑҫ ученӑйӗ ята тивӗҫнӗ Никита Бичурин манах пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, тӑван халӑхӑмӑрӑн ытти пуянлӑхӗпе те паллаштарать музей. Сандр Пикл художникӑн «Тӗнче пуҫланса кайни» тата «Ӗмӗрсен сакки» ӗҫӗсемпе те ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем кӑсӑклансах паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене Чӑваш Енре хресчентен муниципалитет аллине куҫараҫҫӗ. Кунта сӑмах туртса илни пирки пымасть. Усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарса вӗсене ырӑ алла — ҫӗре юратса ун ҫинче ӗҫлеме хатӗррисене — параҫҫӗ. Паян Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче видеоҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура та ҫак ыйтӑва хускатнӑ. Унта ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева хутшӑннӑ. Вӗсен мунициаплитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашланӑ. Усӑ курман ҫӗр пайӗсене республикӑра 200 пин гектара яхӑн шута илнӗ, вӗсенчен 97 процентне муниципалитетсен харпӑрлӑхне регистрациленӗ. Канаш, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Елчӗк. Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенче вӗсене регистрацилесе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутай тата Красноармейски районӗсенче ку енӗпе вӑрахӑн тимлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Екатеринбургри сӑра вӗретекенсене чӑваш хӑмлине туянма май килменнине «Деловой квартал» портал хыпарлани тӑрӑх эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, сӑра вӗретекенсен интервьюне асӑннӑ порталта паян тупма ҫук. Profibee порталта вара интервью копийӗ упранса юлнӑ. Екатеринбургра сӑра вӗретекен Павел Анциферовпа Иван Морозов хӑйсем патне тухнине «Чувашхмельпром» акционерсен обществин пуҫлӑхӗ Нина Горланова хирӗҫленӗ. Вӑл Чӑваш халӑх сайтне ӗнентернӗ тӑрӑх, электрон ҫырура ун пек ыйту тупӑнман. Предприяти сайтӗнче предприятин мӗнпур телефонне кӑтартнӑ. Чӑваш хӑмлине сутакансем пысӑк савутсемпе ҫеҫ мар, пӗчӗк предприятисемпе те ӗҫленине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |